Кун-çул

24 Чÿк, 2017

Пĕтĕм пурнăç тытăмĕ – хĕрарăм

«Амăшĕн чĕри – тĕлĕнтермĕшсен иксĕлми çăл куçĕ», — тенĕ француз поэчĕ Пьер-Жан Беранже. Унпа килĕшмесĕр тăма çук. Комсомольски салинче пурăнакан Валентина Митюкова та çакна çирĕплетет.

3 Чÿк, 2017

Пурăнма, савăнма ăнтăлать

— «Хунямапа кин» текен хутшăну пылак пулмасть ĕнтĕ. Мана та темшĕн юратмастчĕ иккĕмĕш анне вырăнне йышăнмалли хĕрарăм. Сăлтавсăрах вăрçатчĕ. Хĕр тупнăшăн та лекетчĕ: ача çуратма пĕлместĕп имĕш, — халĕ çакăн пирки шÿтлĕн каласа кăтартать те, Етĕрне районĕнчи Тептере пурăнакан Алевтина Мазурова чунне çак сăмахсем витермен те тейĕн.

13 Авăн, 2017

Ачасем пурри ылтăнран паха

— Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар, — терĕ Супар ялĕнче пурăнакан Александра Григорьева. — Тăхăр теçетке çул хушшинче мĕн кăна курма тивмерĕ пулĕ. Мăшăрпа тунă çуртра паян пĕчченех пурăнатăп.

4 Авăн, 2017

Ачисен юратăвĕ телейпе савăнăç кÿрет

Шывпуç Чуракассинче мана Сергеевсен килĕ тĕлне лавкка умĕнче тăракансен ушкăнĕ кăтартса ячĕ. Телее, Наталья Николаевна килтехчĕ. Хĕрĕпе Розăпа ывăлĕ Юрий пĕрлехчĕ.

94 çулти кинеми ватлăх кунĕсене мăшăрĕпе Григорий Сергеевичпа иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче çĕклесе лартнă йывăç çуртра ирттерет. Пÿрт-çуртпа хуралтăсене самаях кивĕ сăн çапнă, анчах шалта çутă та таса, кашни япала хăй вырăнĕнче. Пÿрте хутса ăшăтма çут çанталăк газĕ кĕртнĕ.

Pages