Кун пек те пулать

27 Нарăс, 2016

Чăкăлташ арçын

Кукамăшĕпе çеç çитĕнчĕ Алеша. Амăшĕ качча каймасăрах çуратрĕ ăна. Ача çуртĕнчен тухсанах çăмăлттай хĕрача пепкене яла леçсе пачĕ. Юрать, малтан хăй шухăшланă пек, пĕчĕкскере больницăра пăрахса хăвармарĕ-ха. Ăçта кĕрсе кайăн, хăв çуратнă хĕрне мĕнех калăн, Тарье аппа йышăнчĕ пĕчĕк мăнукне. «Анне, эпĕ çамрăк-ха, вунсакăр çултах карчăк пулса ларас-и? Хуларах пурăнмалла манăн, тантăшсемпе хутшăнмалла. Çамрăклăх пĕрре çеç килет. Тен, хам телее тупăп? Малашне икĕ сменăпа ĕçлĕп, пĕчĕк Алешăна ÿстерме укçа кирлĕ-çке», - терĕ автобуса ларас умĕн хĕрĕ.

4 Нарăс, 2016

Мускав мĕн тĕслине куртăм

Тарăхнипе, çилĕ вĕресе тăнипе сирĕн пата çыру шăрçалас терĕм. Ĕнер кăна Мускавран таврăнтăм. Ăçтан пырса çапăнтăм-ши тульккăш унта? Курманнин курас килет çав. Юлташ астарчĕ, ăна итленипе пулса тухрĕ çакă. «Мускавра интеллигентсем пурăнаççĕ. Унта пысăк укçа çаврăнать, выçă вилмĕн. Ялта, «шăтăкра», мĕн туса пурăнатăн? Атя, пуçтар чăматанна!» - шĕвĕр пÿрнине çÿлелле каçăртсах нотаци вуларĕ тусăм. Эпĕ, мĕн, Шупашкартан инçе кайса курман та - килĕшрĕм.

30 Кăрлач, 2016

Спонсор пулăшăвĕ

Эпĕ вĕçетĕп... Чăн пурнăçра мар-ха, тĕлĕкре... Акă пĕр каçхине уй, вăрман урлă каçса ĕлĕкхи савнин килне çитрĕм. Шухăшламан-туман çĕртен тĕл пултăм унпа. Ăна курманни 20 çул та çитет пулĕ. Ун пирки нимĕн те пĕлместĕп.

29 Çурла, 2015

Ылтăн кĕрÿсем

Верук аппапа Мĕтри пичче виçĕ хĕр çуратса ÿстерчĕç. Асли качча кайнă, кÿршĕ ялта тĕпленнĕ. Мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Кермен пек çурт хăпартнăскерсене ялта ăмсанакан та сахал мар. Ĕçченскерсем хăйсен кил-тĕрĕшĕнче, пахчинче пуçтарса ĕлкĕрнисĕр пуçне амăшĕпе ашшĕне пулăшма та вăхăт тупаççĕ. Куншăн та Верук аппана кĕвĕçекен çук мар. Ахальтен мар: "Кĕрĕвÿ ылтăн çав санăн", - теççĕ ялти çамрăксемпе ватăсем.

4 Утă, 2015

Чăваш кинĕ

Кишĕр темшĕн начар шăтрĕ кăçал. Телевизорпа ахаль кăтартмарĕç пулĕ: виçĕ хутаçран пĕрне улталаса сутаççĕ-мĕн. Йăрана пушă хăварма çук, çавăнпа ирех Кÿкеç пасарне çул тытрăм. Суту-илÿ аван пырать кунта, пурте ăшă çанталăкпа усă курса пахчаçимĕç вăхăтра лартса хăварасшăн. Кам хăяр, кам помидор туянать. Купăста калчи патне те черет тăнă. Кÿкеç - Ишлей мар: кунта чăвашла калаçни ытларах илтĕнет. Яштака пĕр хĕрарăм вара, майралла тăхăннăскер, вырăсла кăна перкелешет тавар илекенсемпе. Тем туртрĕ ун патне, пырса паллашмасăр чăтаймарăм. Сăмах хыççăн сăмах...

Pages