ларусем

30 Ака, 2019

Сычуань-Чăваш Ен: тĕллев еплерех пурнăçланать?

2014 çулхи юпа уйăхĕнче Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев тата Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн премьер-министрĕ Ли Кэцян икĕ çĕршыв килĕштерсе ĕçлесси çинчен экономикăн 40 килĕшĕвне çирĕплетнĕ. «Сычуань-Чăваш Ен» агропромышленноç комплексĕн проектне пирĕн республикăра пурнăçа кĕртесси пирки те инвестици килĕшĕвне алă пуснă.

30 Ака, 2019

Туслă çыхăну шанăç кÿрет

Çу уйăхĕн 22-23-мĕшĕсенче Шупашкарта федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янцзы юхан шывĕсен хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пулăшакан канаш ларăвне ирттерме палăртнă.
Унта Китай тата федерацин Атăлçи округĕнчи
регионсен делегацийĕсем хутшăнĕç, экономи-
ка, суту-илÿ, наукăпа техника, гуманитари енĕпе
пĕр-пĕрин хушшинче йĕркеленĕ çыхăнăва çирĕ-
плетессине сÿтсе явĕç.
Асăннă канаша хăçан тата мĕнле тĕллевпе
туса хунă-ха? РФ Президенчĕ Владимир Путин

23 Ака, 2019

Наци проекчĕсенчи тÿрлетÿсене тишкерчĕç

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канашăн паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче регионăн наци проекчĕсене пурнăçламалли проекчĕсен тÿрлетÿсем кĕртнĕ паспорчĕсене тишкерсе ырларĕç.

19 Ака, 2019

Чăваш Енре шалу парăмĕсене чакарассине сÿтсе яврĕç

Паян РФ Генеральнăй прокурорĕн заместителĕ Сергей Зайцев Чăваш Республикин прокуратуринче ведомствăсен хушшинчи канашлу ирттерчĕ.

Унăн ĕçне РФ Генеральнăй прокуратурин Атăлçи округĕнчи управленийĕн пуçлăхĕ Александр Окатьев, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР прокурорĕ Василий Пословский, тĕп федераци инспекторĕ Геннадий Федоров, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, прокурорсем, ытти ведомствăсемпе министерствăсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

22 Пуш, 2019

Çитĕнтерме кăна мар, тупăшлă сутма та вĕренмелле

Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче ЧР Правительствин АПК, мониторинг, апат-çимĕç рынокĕнчи лару-тăру улшăнăвне хăвăрт хаклакан ыйтусемпе ĕçлекен комиссин тата Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ.

Pages