мăшăр сакки

23 Чÿк, 2018

Савиновсемшĕн Аслă Арапуç – тĕнче кăвапи

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пĕрремĕш кунран пуçласа 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕчченех çапăçнисем Шупашкарта паян 30-ăн пурăнаççĕ. Вĕсенчен чи асли — Георгий Савинов. Георгий Иванович 100 çула пуснă. Сăмах май, вăл çуралса ÿснĕ ялта, Патăрьел районĕнчи 1100 çынлă Аслă Арапуçра, вăрçă ветеранĕ юлман. Георгий Иванович пек 10 теçетке çула хыçа хăварнисем те çук. Георгий Ивановичăн мăшăрĕ Антонина Ивановна та (вăл кĕçех 95 тултарать) фронтра пулнă. Антонина Янаслова та (хĕр чухнехи хушамачĕ) — Аслă Арапуç ялĕнченех.