Маттур!

14 Чÿк, 2018

Килтĕшсен Пирĕштийĕ

Маттур çын пур енĕпе те пултаруллă. Етĕрне районĕнчи Килтĕшре пурăнакан Галина Александрова тăван тăрăха, çут çанталăка, кайăк- кĕшĕкпе ÿсен-тăран тĕнчине чунтан юратать. Çĕре яхăн чечек ÿстерет вăл хăйĕн пахчинче.

20 Авăн, 2018

Ăшри сасă чĕннĕ çĕре çитме тăрăшать

Виктор Бычковпа темиçе çул каялла, Шупашкар районĕнчи «Тăван Ен» хаçатра ĕçленĕ чухне, паллашнăччĕ. Вăл вăхăтри хаçат редакторĕ Борис Чиндыков йыхравланипе Муркаш районĕн каччи унта дизайнер пулса тăрăшрĕ.

12 Авăн, 2018

Тĕрĕ, юрă-ташă ăсти

Кирпĕчрен тунă çурт. Мана хирĕç вăтам пÿ-силлĕ, туллирех питлĕ хĕрарăм тухрĕ. Кăçал Вăрманкас Алманчра пурăнакан Юлия Лаврентьева 83 çул тултарчĕ. Çăмăлах килмен унăн пурнăçĕ. Йышлă çемьере çитĕннĕ вăл. 1938 çулта ялти хăш-пĕр çемьепе пĕрле Лаврентьевсем Пермь облаçне куçса кайнă. Ашшĕ Лаврентий Прохоров, 1895 çулта çурал-нăскер, сад ăсти пулнипе палăрнă. Вăл хуçалăх садне ĕрчетнĕ, ял халăхне улма-çырлапа савăнтарнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул Лаврентьевсем тăван ялне таврăннă.

24 Çурла, 2018

Каска вырăнне — писев...

«Çак ĕçре пурнăç тăршшĕпе вăй хурса пысăк шалу илĕп-ха, анчах кирлех-ши ку мана? Сывлăх хавшать-çке», — шухăшланă инженер-геологра тăрăшакан Анастасия Шашкова. Вăл ĕçе тулли кăмăлпа утманнине тĕнче те илтнĕ ахăр: хĕр пуç, ура ыратнипе аптăрама тытăннă.

Pages