Маттурсем!

24 Кăрлач, 2014

Хăйсене литература сăнарĕсемпе танлаштараççĕ

Иртнĕ ĕмĕрте Совет Союзĕ чи вулакан çĕр-шыв шутланнă. Çынсем таçта та - урамра, транспортра, библиотекăра, килте... - вуланă. Халĕ вара кĕнеке вырăнне компьютер, Интернет, кинофильмсем йышăнчĕç. Çапах, социаллă тĕрлĕ тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, студентсен пĕр пайĕ алла куллен кĕнеке тытма пăрахман-ха. Экономика аслă шкулĕн Чул хулари наци тĕпчев институчĕн тишкерĕвĕпе килĕшÿллĕн - вĕренекен çамрăксен пысăк пайĕ /75%/ илемлĕ литература хайлавĕсене вулать. Çавăн пекех фантастика произведенийĕсене, приключениллĕ повеç-романа куллен шĕкĕлчекенсем те пур.

23 Кăрлач, 2014

Шупашкар çăлтăрĕсем - Париж тÿпинче

Шупашкарти С.М.Максимов ячĕллĕ ача-пăча музыка шкулĕнче вĕренекенсем Пĕтĕм тĕнчери «Париж çăлтăрĕсем» фестивале хутшăннă. РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анжелика Сидорова преподаватель ертсе пыракан ушкăн Парижра Раççей тата Чăваш Ен чысне хÿтĕленĕ.

16 Кăрлач, 2014

Пур-ши унăн пушă вăхăт?

Кушак çулĕнче çуралнăскере ашшĕпе амăшĕ арăслан пек вăйлă пултăрччĕ тесе Лев ят панă. Арçын ача ÿсерехпе кил таврашĕнчи ĕçсенче ытларах та ытларах пулăшма тытăннă. Шăллĕпе йăмăкĕшĕн те вăл - чăн-чăн хÿтĕлевçĕ, арăслан пекех. Вун пĕр çулти Ваня урок тума ларсан, пиччĕшĕ яланах çумра. Ксюша та унран хăпасшăн мар.

Pages