Маттурсем!

15 Чÿк, 2016

Пĕртăвансем - телекуравра

Раççейри «Матч Тв» телеканал ирттерекен «Культ тура» шоура «Спартак» футбол командине чунпа парăннă икĕ арçын ача çинчен сюжет кăтартнă. Вĕсем — Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Юрий тата Владимир Ярандаевсем. Спорт телеканалĕ шăпăрлансен çутă ĕмĕтне пурнăçланă тата вĕсен çемйине Мускавра иртнĕ «Спартак» — «ЦСКА» матча пĕрремĕш хут çитсе курма пулăшнă.

20 Юпа, 2016

Эпир виççĕн пĕртăван

Яланах йывăрпа иртет юлашки урок. Ывăнса çитсен тимлĕх сĕвĕрĕлет. Учитель вара ачасен кăмăлне çĕклеме, ывăннине сирсе яма яланах пĕлет. Акă вăл шкапран илемлĕ курупкасем кăларса кашни парта çине пĕрер хурса тухрĕ. Арçын ачасемпе хĕрачасен куçĕсем çăлтăрла çиçсе илчĕç, тутисем йăл кулчĕç.

15 Юпа, 2016

Мăшăр кăвакарчăн

Сенкер тÿпе пек кăвак куçсем, çÿхе тута, сарă çÿç, уйăх пек çутă сăн. Капрон тутăрне хыçалалла тирпейлĕн çавăрса çыхнă. Таврари ялсенчен туй курма килнĕ хĕрсем хушшинче вăл темле уйрăларах тăрать. Çирĕм пиллĕкри каччă пĕр çĕртех хытса тăнă. Ăçтисем вăл, хăш ялтан? Аркадий ун çинчен пач куçне илмест. Çу-ук.

13 Юпа, 2016

Çут çанталăк тĕсĕсемпе хавхалансан…

Рада Герасимова Комсомольски районĕнчи Комсомольски 2-мĕш шкулĕнче вĕренет. Шкулти, районти, республикăри мероприятисене питĕ хастар хутшăнать. Ÿнер шкулне пилĕк çул çÿресе ятарлă пĕлÿ илнĕ вăл. Унта чунĕ туртнипе лекнĕ, илемлĕ ÿкерме вĕреннĕ.

Радăн хреснашшĕ — фотограф. Унăн ÿкерчĕкĕсене сăнанă май хĕрачан та çак ĕçпе аппаланас килнĕ. Ăна ытларах пейзаж ÿкерме килĕшет.

Pages