Маттурсем!

12 Пуш, 2016

Ĕçре телей тупнисем

Çын пурнăçĕ ĕçпе илемлĕ. Унашкал çын ура çинче те çирĕп тăрать, хăйне те хăюллă тытать. Ыранхи кун ăна хăратмасть. Çĕрпÿ районĕнчи Анчăккасси ялĕнче пурăнакан Зоя Пантелеймоновнăпа курса калаçнă хыççăн çуралчĕ çак пĕтĕмлетÿ. Ку таврара ăна палламан, пĕлмен çын çук пулĕ.

18 Нарăс, 2016

Саламлать мĕнпур тăван

Çак сăмахсенĕ тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, тарават чунлă Манефа Витальевна Фомина çинчен каланăн туйăнать. Туйăнать кăна мар, вăл чăннипех ĕçĕпе те, чунĕпе те илемлĕ. Çав илем унра пур çĕрте те палăрать. Юратнă ĕçтеше эпир ĕçĕнчен пĕлетпĕр, куратпăр.

21 Чÿк, 2015

"Шкул шăпчăкĕ" Канаш районĕнчи Катекре юрлать

Вĕрентекенсем пĕрин хыççăн тепри кашни каçах таçта васкани малтан питĕ тĕлĕнтернĕ Катек шкулĕнче пĕлÿ пухакансене. "Хĕвел анас умĕн пирĕн учительсем ăçта утаççĕ-ши, ĕлĕкхи пек иккĕмĕш смена çук-çке халь?" - кăсăкланнă ачасем. Вăрттăнлăхĕ иртнĕ шăматкун тинех уçăмланнă.

Pages