Михаил Игнатьев

5 Авăн, 2016

Елчĕксен хастарлăхĕ ан иксĕлтĕр

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Елчĕк районĕнче пулчĕ. Лаш Таяпари таса Турă Амăшне асăнса лартнă чиркĕве уçма хутшăнчĕ. Шупашкар тата Чăваш епархийĕн управляющийĕ Варнава Митрополит ăна сăвапларĕ тата литурги ирттерчĕ.

19 Ака, 2016

Продукцие пирĕн ют çĕршывсене те сутмалла

Шăматкун Патăрьел районĕнче пулнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе, муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци мелĕпе канашлу ирттерчĕ.

14 Раштав, 2015

М.Игнатьевăн рейтингĕ татах лайăхланнă

Граждансен обществин аталанăвĕн фончĕ Раççей регионĕсен пуçлăхĕсен эффективлă ĕçĕсен рейтингĕн вунпĕрмĕш кăларăмне хатĕрленĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "çÿллĕ рейтинг" ушкăна кĕнĕ, 3 картлашка çÿлерех çĕкленнĕ. Вăл Саха /Якути/ Пуçлăхĕпе Егор Борисовпа 34-35-мĕш вырăнсене пайлать. Федерацин Атăлçи округĕнчи 14 регион хушшинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ 6-мĕш вырăнта /1-мĕшĕнче - Тутартсан Президенчĕ Рустам Минниханов/.

Pages