Михаил Игнатьев

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян - Канаш районĕнче ĕçлĕ çÿревре. Чи малтанах вăл Шăхасанти культура çурчĕн строительстви мĕнле пынипе паллашрĕ.

Халăха шывпа тивĕçтересси, газ пăрăхĕ хурасси, тасатакан сооруженисен строительстви, ачасене шкула автобуспа илсе çÿресси — çак тата ытти ыйтăва хускатрĕç паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне йышăнăва пынă çынсем.

Çанталăк тăруках сивĕтрĕ те — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура çурт-йĕре хутса ăшăтас ыйту мала тухни ăнсăртран мар. Шупашкарсăр пуçне республикăра пĕр муниципалитет та кану кунĕсенче çуртсене ăшă паманни республика ертÿçине Михаил Игнатьева килĕшмерĕ: «Талăкри вăтам температура 9 градусран чакнă.

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Михаил Игнатьев саккун шайĕнчи тепĕр çĕнĕлĕх — пурăнмалли çурт-йĕре обязательнăй майпа страхласси — пирки те сăмах пуçарчĕ.

Ачасемшĕн уйăхсерен 50-150 тенкĕ пособи пани, паллах, никама та тивĕçтерместчĕ. Млашне вара çак тÿлев 10 пин тенке яхăн пулĕ. Республикăра ăна илекенсен шучĕ те икĕ хут ытла ÿсĕ. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăмллă çак хыпартан пуçларĕ.

Pages

Subscribe to Михаил Игнатьев