Михаил Игнатьев

Юнкун Шупашкарта пулнӑ май Раҫҫей Президенчĕн федерацин Атӑлҫи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Правительство ҫуртĕнче республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвĕн уйрӑм ыйтӑвĕсемпе канашлу ирттерчĕ.

Сӑмах чи малтанах наци проекчĕсене пурнӑҫласси пирки пычĕ. Полпред палӑртнӑ тӑрӑх, ӑнӑҫусемпе пĕрлех республикӑн ку енпе ҫитменлĕхсем те пур. Игорь Комаров тĕрлĕ ҫул-йĕрпе палӑртнӑ кашни нацпроектпа килĕшӳллĕн пурнӑҫламалли ĕҫсем ҫинче чарӑнса тӑчĕ.

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канашăн паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче регионăн наци проекчĕсене пурнăçламалли проекчĕсен тÿрлетÿсем кĕртнĕ паспорчĕсене тишкерсе ырларĕç.

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Компартийĕн Чăваш Енри лидерĕсемпе тĕл пулчĕ. Правительство çуртĕнче иртнĕ ĕçлĕ калаçăва çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Каргин хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев асăннă парти фракцийĕсен хастарĕсемпе çĕршывра йăлана кĕнĕ субботник иртекен тапхăрта, В. Ленин çуралнă кунĕ умĕн коммунистсен шухăш-кăмăлне итлени вăхăтлă пулнине палăртрĕ.

Pages

Subscribe to Михаил Игнатьев