Михаил Игнатьев

17 Ака, 2019

ЧР Пуçлăхĕ ЧПУ студенчĕсемпе тĕл пулчĕ

Паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсемпе тĕл пулчĕ.

Çамрăксем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Тĕслĕхрен, филологипе журналистика факультетĕнче вĕренекен Анастасия Миловидова "Çĕнтерÿ волонтерĕсем" юхăм пирки чарăнса тăчĕ.

Студентсем те ыйтусем пачĕç. Нумайăшне проектсене пурнăçа кĕртме грантсем парасси, çамрăксене пулăшасси кăсăклантарчĕ. Михаил Васильевич çамрăксене малашне те çитĕнÿсĕмшĕн хавхалантарассине пĕлтерчĕ.

12 Ака, 2019

Чăваш Енре наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессине сÿтсе явма пухăнчĕç

Паян И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче "Чăваш Ен территорийĕнче наци проекчĕсене пурнăçа кĕртесси" форум уçăлчĕ. Унăн ĕçне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, министрсем, хуласемпе районсен администрацийĕн ертÿçисем хутшăнчĕç.

10 Ака, 2019

Капиталлă юсав ĕçĕ хакланĕ

Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕ унчченхи чылай йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ. Темле пысăк пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхсем тееймĕн, çапах пурăнмалли çуртсен капиталлă юсавне пырса тивекеннисем пирки кăшт тĕплĕнрех каласа хăварни вырăнлă.

Pages