Мухтавлă 100 ентеш

19 Çĕртме, 2020

Атте-анне вăрçнăн туйăнать

Порфирий Афанасьев «Хатĕр пул» журналăн тĕп редакторĕ, Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ, Чăваш Писательсен союзĕн правленийĕн председателĕ, Чăвашрадион тĕп редакторĕ, Чăваш Ен пичетпе информаци политикин министрĕн заместителĕ пулнă.

11 Çĕртме, 2020

Анатолий ШАКИН:«Патăрьелте мана икĕ хутчен хваттер пачĕç, анчах тăван ялтах юлтăм»

Хор дирижерĕ тата педагог, ЧР тата РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Шакин пирки чăннипех Патăрьел районĕн мухтавĕ теме пулать. Вăл вырăнти музыка культурине çĕклеме пуçланăранпа кăçал шăпах çур ĕмĕр çитет.

5 Çĕртме, 2020

Петр ИВАНТАЕВ: Тăван çĕр вăй-хăват парать

«Яланах тăван çĕрпе çывăхрах пулма тăрăшрăм. Сăмахран, çартан таврăнсан Çĕмĕрле хулин комсомол комитечĕн пĕрремĕш секретарĕн тивĕçне пурнăçлама сĕнчĕç. Çав вăхăтрах Хĕрлĕ Чутай райком партийĕн пĕрремĕш секретарĕ чĕнсе илчĕ те вырăнти «Октябрь» колхоза ертсе пыма ыйтрĕ.

5 Çĕртме, 2020

Николай КАЗАКОВ: Юрă çырасси арçын ĕçĕ мар теттĕм

Клубра чăваш çамрăкĕсем ют çĕршыв кĕввисемпе ура хуçса ташлани Николай Казакова лăпкăн пурăнма паман. Ташă каçĕсенче хĕрсемпе яшсене чăваш юррисемпе сиктерес килнĕ унăн...

Николай Нилович, эсир чăваш эстрада музыкине пуçарнăранпа шыв-шур сахал мар юхнă. Вăл улшăнни сисĕнет-и?

Pages