музейсем

28 Авăн, 2020

Литература музейĕ Парнесен кунне ирттерет

Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти К.В. Иванов ячĕллĕ Литература музейĕ 80 çул тултарать. Çавна май вăл Парнесен кунне ирттерме палăртнă.

Музей директорĕ Ирина Оленкина пĕлтернĕ тăрăх, учреждени çыравçăсемпе çыхăннă кирек епле экспоната та хапăл. Писательсемпе поэтсем, вĕсен тăванĕсем çыравçăсен пултарулăхĕпе çыхăннă хатĕр-хĕтĕре, тĕрлĕ япалана парнелеме пултараççĕ. Хаклă экспонатсемпе пĕр-пĕр пысăк экспозици йĕркеленĕ чухне хаваспах усă курĕç.

18 Çу, 2020

Музей онлайн видеоэкскурси йĕркеленĕ

Паян, çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунне палăртрĕç. Ăна халалласа «Музейсен каçĕ» акци ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал ăна онлайн-мелпе ирттернĕ.

Pages