музейсем

11 Ака, 2019

"Скульптура тата хула" "çавра сĕтел" уçăлчĕ

"Скульптура тата хула". Çак ятпа иртрĕ паян Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче "çавра сĕтел". Мероприятие йĕркелес шухăш музейре "Ксенофонтов тата хальхи вăхăтри скульпторсем" курав уçăлнă хыççăн çуралнă.

6 Пуш, 2019

Архивра Уçă алăксен кунĕ иртнĕ

ЧР Культура министерстви республикăн патшалăх истори архивĕнче Уçă алăксен кунĕ иртни çинчен пĕлтерет. Çавна май И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн студенчĕсем, шкул ачисем, тавра пĕлÿçĕсем, педагогсем истори докуменчĕсемпе паллашнă.

28 Нарăс, 2019

Шупашкарта «Политика тата мода» курав уçăлчĕ

Çакăн пек ят панă курав уçăлчĕ паян Чăваш тĕррин музейĕнче. Чăваш наци музейĕпе Раççей политика историйĕн патшалăх музейĕн пĕрлехи вăйĕпе йĕркеленĕскер хăйне евĕрлĕ пулни ячĕнченех сисĕнет.

21 Нарăс, 2019

Паян Чăваш Енри Фотокорреспондентсен музейĕ уçăлчĕ

Паянхи пурнăç никĕсĕ иртнĕ ăрусен тивлечĕпе хывăннă. Ыранхине паян пурăнакансем тăваççĕ. Яланах çапла пулнă. Вăчăра татăлсан çыхăну, хутшăну пĕтет.

Pages