Шупашкарта кун кунлакан Ирина Павлова — тавралăх вараланнишĕн, унта-кунта çÿп-çап выртнишĕн питĕ пăшăрханакан çын. Кăнтăр-хĕвел анăç районĕнчи вăрманта унăн тăтăш пулма тивет: дача унта вырнаçнă. «Кирек мĕнле йĕркеллĕ çын пекех çут çанталăка юрататăп. Дачăна çÿренĕ чухне чун хурланать. Йĕри-тавра çÿп-çап йăванать. Хăçанччен çакна чăтса пурăнмаллаччĕ? «Çитет!» — теес килетчĕ. Пĕрмай сурчăк сирпĕтсе путсĕрсене вăрçнипе, çÿп-çап урлă каçса малалла утнипе усси çук. Пĕшкĕнсе хутаçа чиксен усăллăрах мар-и?» — шухăшне пайларĕ 52 çултискер.
«Халĕ канлĕ пурнăçпа пурăнатпăр: кăмака хутмастпăр, çăкăр пĕçерместпĕр, ялта выльăх-чĕрлĕх усракан та сахалланса пырать. Ытларах вăхăта телевизор умĕнче ирттерме тăрăшатпăр. Китай халăхĕ физкультурăпа кăсăкланать, ватти-вĕтти хускану тăвать. Пирĕн ял-йыш вара: «Çын мĕн калать? Ĕçсĕр аптăранăран утма тухнă», – тет. Чирлисене хускану тумалли, утмалли çинчен пĕрмай калатăп», – тет чĕре тата юн тымарĕсен чирĕ халăхра мĕншĕн анлă сарăлни пирки калаçнă май Патăрьел районĕнчи Турханти пĕтĕмĕшле практика уйрăмĕн врачĕ Анатолий Кольцов.
Магистраль чукун çул, автоçул тата шывпа сывлăш тĕп çулĕсем инфратытăмне модернизацилемелли тата анлăлатмалли комплекслă плана Раççей Президенчĕн 2018 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «2024 çулчченхи тапхăрта Раççей Федерацине аталантармалли наци тĕллевĕсемпе стратеги задачисем çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн йышăннă.