наци проекчĕсем

6 Авăн, 2019

Наци проекчĕсем: «Хыпар» 100-101 (27533-27534) № 06.09.2019

«Гипертони майĕпен çамрăклансах пынине палăртмалла. Унпа аптăракансен йышĕ çултан-çул ÿсет. Шкул ачисен хушшинче те юн пусăмĕ пысăкланнă тĕслĕхсене тупса палăртаççĕ, çавăнпа кашнин хăйĕн артери пусăмне тĕрĕслесех тăмалла», — терĕ Шупашкарти 1-мĕш клиника больницин кардиолог тухтăрĕ Кристина Матросова.

5 Авăн, 2019

Наци проекчĕсем: «Çамрăксен хаçачĕ» 35 (6280) № 05.09.2019

«Патшалăх нумай ачаллă çемьесене пулăшу кÿни хавхалантарать. Сăмахран, ачасен апатланăвĕшĕн сахалрах тÿлетпĕр. Халĕ шкулта ирпе кăнтăрла апатланнăшăн уйăхне пĕр ачашăн 800 тенкĕ тÿлемелле, пирĕн — 100 тенкĕ сахалрах. Ача сачĕшĕн нумаях тăкакламастпăр», — пĕлтерчĕ Татьяна. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасем Кĕçĕн Шетмĕри тĕп шкула çÿреме пуçларĕç. Аслисем парта хушшине ларчĕç, кĕçĕннисем пĕлÿ çуртĕнчи ача садĕнче воспитани илеççĕ.

4 Авăн, 2019

Наци проекчĕсем: «Хресчен сасси» 33 (2772) № 04.09.2019

«Вĕрентÿ» наци проекчĕ 2019-2024 çулсене тăсăлать. Ăна РФ Президенчĕ В.Путин 2018 çулта çирĕплетнĕ. Вĕренÿ тытăмĕнче сахал мар ĕçсем туса ирттернĕ. Çапах та çĕршыв Президенчĕн çитес 5 çулта тума палăртнă тĕллевсем тата та пысăк. Пĕри — кăмăл-сипет пахалăхне тата наци культурин йăли йĕркипе паракан воспитани тытăмне аталантарасси, тепри — Раççейри пĕтĕмĕшле пĕлÿ пахалăхĕпе тĕнчери малта пыракан вунă çĕршыв йышне кĕресси.

3 Авăн, 2019

Наци проекчĕсем: "Хыпар" 99 (27533) № 0309.2019

Чăваш Енре пенси ÿсĕмĕ умĕнхи граждансем «Предпринимательство» тата «Çăкăр пĕçересси» компетенципе вĕренме пуçланă. Шупашкарти экономика технологи колледжĕ çак ĕç-хĕле «Демографи» наци проекчĕн «Аслă ăру» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн тÿлевсĕр пурнăçлать.

2 Авăн, 2019

Наци проекчĕсем: «Чăваш хĕрарăмĕ» 33 (1108) № 30.08.2019

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕн тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канашăн юн кун Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче наци проекчĕсене пурнăçламалли регион шайĕнчи проектсен паспорчĕсене тишкерсе çĕнетрĕç.

Pages