nĕрĕслев

22 Пуш, 2014

Хĕненине курмăш тунă

ФСИН управленийĕн юсанмалли 4-мĕш колонийĕнче уголовлă айăплава пурнăçламалли саккунсене пăснине тупса палăртнă. Унта ристана хĕненĕ - çакна курмăш тунă. Ку çеç те мар.

Судпа айăпланнăскер пĕлтернĕ тăрăх - ăна кăçалхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче колони сотрудникĕсем хĕненĕ. Çакăн çинчен вăл медицина чаçĕн ĕçченĕсене пĕлтернĕ. Ăна госпитализациленĕ, пуçĕ тата мăйĕ çинче сурансем пулнă, анчах медицина чаçĕнче тата больницăра тивĕçлĕ информаци пулнине пăхмасăр ятарлă журнала кун пирки çырса хуман, преступление регистрацилемен.

12 Нарăс, 2014

Ĕçлев саккунĕсене пăснă

Шупашкар районĕн прокуратури Н.Павлова тата А.Данилова Ишлейри «Ишлейский» ЖКХ УК» ОООра ĕçлев саккунĕсене пăсни çинчен пĕлтернине тĕрĕслерĕ, çитменлĕхсене тупса палăртрĕ.

Тĕрĕслев çирĕплетнĕ тăрăх - Н.Павлова çак управляющи компанире 2012 çулхи кăрлачăн 13-мĕшĕнчен тытăнса ĕçленĕ. Пĕлтĕрхи раштав пуçламăшĕнче хăйĕн ирĕкĕпе ĕçрен кайнă. Анчах ĕç укçи тĕлĕшпе унпа ĕçленĕ юлашки кун туллин татăлман. Кăçалхи кăрлачăн 9-мĕшĕ тĕлне те парăм пулнă.

Pages