Николай Никольский: 140 çул

23 Çу, 2018

Пархатарлă ĕçне те, хăйне те манăçа кăлармăпăр

Николай Никольский 1906 çулта никĕсленĕ «Хыпар» хаçат кăçалхи кăрлач уйăхĕнче 112 çул тултарчĕ. Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче вара мухтавлă ентешĕмĕр çуралнăранпа 140 çул çитнине паллă тумашкăн хăйсене чунпа-юнпа чăн чăваш тесе шухăшлакансем Муркаш районĕнчи Купăрляна, мухтавлă профессорăн палăкĕ умне, пухăнчĕç. Паянхи «Хыпарçăсем», Николай Васильевич ĕçне малалла тăсакансем, савăнăçлă мероприятие çулленех пуçаруллă хутшăнаççĕ, вĕрентекенĕмĕре сума суса пуç таяççĕ. Иртнĕ шăматкун та çаплах пулчĕ.

18 Çу, 2018

Ачасем Николай Никольский пурнăçĕпе интересленеççĕ

Паян, çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Çĕнĕ Шупашкарти çемье вулавĕн С. Маршак ячĕллĕ библиотекине шкул ачисем йышлăн пуçтарăннă.

17 Çу, 2018

«Эпĕ кахал пулнă тесе никам та калаймĕ»

Муркаш районĕнчи Купăрля ялĕ çулсеренех хăнасене çывăх тăвана кĕтсе илнĕ пек йышăнать. Паллă ăсчаха, историке, тĕпчевçе Николай Никольские сума суса кăçал та çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче халăх палăк умне пуçтарăнĕ, пуç тайса чечексем хурĕ. Купăрляна пырса кĕме те питĕ кăмăллă. Ял варринче — кÿлĕ, Никольский ячĕллĕ парк… Çыннисем ентешĕпе мăнаçланнине илтме пĕрре мар тÿр килнĕччĕ.

Çемье