пăтăрмахсем

6 Çурла, 2019

Ултавçăсен серепине лекнĕ

Шăматкун Шупашкарти полицин 4-мĕш уйрăмне 55 çулхи хĕрарăм пырса ултавçăсен аллине çакланнине пĕлтернĕ.

Хăй каласа панă тăрăх, Интернетра кĕпе-йĕм çăвакан машинăна сутасси пирки пĕлтерÿ панă. Пĕр кун маларах ун патне палламан çын шăнкăравланă, машинăна туянас кăмăллă пек пулса укçа-тенке карта çине куçарма шантарса реквизичĕсене ыйтнă. Кăшт вăхăт иртсен çав çын карта çине укçа куçарайманнине пĕлтерсе ытти картăн реквизичĕсене те ыйтнă. Хĕрарăм 63 пин тенкĕсĕр тăрса юлнă.

6 Пуш, 2019

Саккунсăр продукци халăха упрассине хирĕçлет

Чи малтанах — потребительсен интересĕсене хÿтĕлесси. Анчах промышленноç подукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕ тÿрĕ кăмăллă производительсемшĕн те сиенлĕ. Вăрттăн ĕçлекенсем налуксенчен пăрăннине кура конкуренци енĕпе çăмăллăх илеççĕ те — саккунлă продукцие хĕстереççĕ. Çак ыйтусем тавра республикăри промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен комиссийĕн паян иртнĕ ларăвĕнче тĕплĕ калаçу пулчĕ.

26 Раштав, 2018

Амăшне хĕненĕ

Пăрачкав районĕнчи 35 çулти хĕрарăма айăплаççĕ.
Район прокуратури хĕрарăм тĕлĕшпе пуçарнă айăплав приговорне çирĕплетнĕ. Тĕпчев палăртнă тăрăх, кăçалхи октябрĕн 16-мĕшĕнче хĕрарăм ватă амăшĕпе хирĕçсе кайнă. Вăй питти тарăхăвне чараймасăр хĕрарăма урипе темиçе хутчен тапнă.

20 Авăн, 2018

Ватăскере мăшкăлланăшăн арестленĕ

Куславкка районĕнче 51 çулти рецидивиста арестленĕ. Кун пирки РФ СКан Чăваш Енри следстви управленийĕ пĕлтерет. Арçын хăй пурăнакан ялти 85 çулти кинемее мăшкăлланă тесе шухăшлаççĕ.

Авăнăн 17-мĕшĕнче кăнтăрла çакскер ÿсĕрле ватă хĕрарăмăн пÿртне кĕнĕ. Кил хуçине хĕненĕ, ун тĕлĕшпе ясар шухăшне пурнăçланă. Арçын тухса кайсан тивĕçлĕ канури кинемей йĕрке хуралне шăнкăравланă, киревсĕр ĕçе пурнăçлакана кĕске вăхăтрах ярса тытнă.

14 Авăн, 2018

Шкул пÿлĕмĕсем услам валли мар

Патшалăх тата муниципалитетсен пурлăхĕпе мĕнле усă курнипе çыхăннă ыйтăва республикăра коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелесе пыракан комисси ларăвĕсен кун йĕркине те час-часах кĕртеççĕ, ытти пуху-канашлура та тишкереççĕ. Ăнсăртран мар. Кунта коррупци сĕмĕллĕ преступленисем валли чăннипех никĕс пур вĕт. Акă мĕншĕн прокуратура та çак темăна куçран вĕçертмест.

Pages