Пĕлес килет-и?

26 Чÿк, 2018

«Çăмарта патшисен» йĕрĕпе

Чăваш халăхĕн пултаруллă, çĕршывра е тĕнчере палăрнă ывăл-хĕрĕ йышĕнче тĕрлĕ хутлăхра чапа тухнисем пур. Апла пулин те пуянлăхпа, суту-илÿ анлăшĕнчи çаврăнăçулăхĕпе ят-сум çĕнсе илнисем йышлă тееймĕн.

7 Çурла, 2017

«Тăван çĕршывăмăр çинчен начар сăвă çырма юрамасть»

Çурхи тĕнче вăраннă чух,

Хаваслă кун шăраннă чух,

Чун савăнать, чĕрем сикет,

Çĕршывăм çинчен юрлас килет.

Тăван çĕршыв, тăван çĕршыв!

Асран кайми юратнă çĕршыв!

10 Çу, 2017

Ĕмĕрсен хушшинчи çул

Чăваш Республики урлă хывнă Хурăнлă çул ячĕ тĕрлĕрен. Ăна Кĕтерне çулĕ, Арестантсен çулĕ, Почта çулĕ, Çар çулĕ, Тимĕр тăлăллă çул, Çĕпĕр çулĕ тесен те лайăх пĕлеççĕ. Унăн историйĕ 1689 çула илсе таврăнать. Ун чухнехи Нерчинск килĕшĕвĕ Раççейпе Китай хушшинчи суту-илĕве аталантарма май панă. Çавăнпах Мускава Çĕпĕрпе çыхăнтаракан çул тума йышăннă. Анчах ĕçе вăхăтра пуçлайман. 1730 çулсенче тин Çĕпĕр çулĕ хывма тытăннă.