Пĕрле ларса ĕçлер-ха

11 Ака, 2014

Мăн кун парни

Туссем, Христос тĕнне ĕненекенсемшĕн тепĕр эрнере чи çутă уяв - Мăн кун - пулать. Вăл пирĕн чĕрене ырăлăх тултарать, малашлăх çутă та хаваслă пуласса шантарать. Мăн куна çемьепе пĕрле кĕтсе илеççĕ. Тĕн уявĕнче сĕтел çине кулич, хĕретнĕ çăмарта лартаççĕ.

14 Пуш, 2014

Чечек савăнăç парнелĕ

Ăшă кунсем тинех çитрĕç. Çу кунĕсене тата хăвăртрах çывхартас килет-и? Эппин, çу сăнне кăтартакан панно хатĕрлер-и? Вăл пÿрт илемне кăтартĕ, ăшăпа савăнăç парнелĕ. Ачасем, пурнăçланă ĕçе кирек кама парнелесен те вырăнлă пулĕ.