Пирĕн хăна

22 Юпа, 2015

Чăваш Наци Конгресс Президенчĕ Николай УГАСЛОВ: «Артист та, летчик та пулаймарăм...»

Эпĕ шкула кайичченех пилĕк çултах чăваш çырăвĕн сас паллисене пĕлнĕ, çавăнпа та вĕренмелли кĕнекери, букварьти сăмахсене аванах сыпăнтарса вулаттăм. Çырма та пултараттăм. Çаксене тума пултарнăранах тата шутлама пĕлнине пулах ĕнтĕ хăçан шкула, пĕрремĕш класа кайăп-ши тесе ялан шухăшласа çÿреттĕм.

5 Авăн, 2015

Чăваш юрри - чун киленĕçĕ

Чăваш юррисем. Темĕн тĕрлĕ хитре сăвăсем. Тĕлĕнмелле илемлĕ сăмах çаврăнăшĕсем. Çĕнĕ пурнăç кĕввисемпе пĕрле сĕм авалхи çемĕсем те илтетпĕр. Вĕсем ĕмĕртен ĕмĕре куçса паянхи куна çитнĕ. Ватти-вĕтти пĕччен чух та, ушкăнпа та, ĕçре те, каннă вăхăтра та юрлаççĕ вĕсене.

8 Çу, 2015

Пуканкасси хĕрĕ

Альбина Фомина хăй çуралса ÿснĕ ялтах, Вăрнар районĕнчи Пуканкассинче, пурăнать. Вырăнĕ тĕлĕнмелле хитре кунта. Вăрман, анлă уй-хир, йĕри-тавра çаран, таса та сиплĕ çăлкуçсем... Юнашарах Упаçырми юхса выртать. Чăн-чăн çăтмах тейĕн!