Пирĕнпе юнашар çын

5 Çурла, 2016

Тымар хурта мĕнле пĕтермелле, е Тăвайри педагогпа вĕренекенĕсен тĕпчевĕ

РФ Президенчĕн премине Чăваш Енрен 10 вĕрентекен тивĕçнине хаçатра пĕлтернĕччĕ. Вĕсен йышĕнче Тăвай вăтам шкулĕн биологи вĕрентекенĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Альбина Михайлова та пур.

27 Утă, 2016

Икĕ алăра ĕç пулсан вăй-хал тармасть

«Телевизорпа кăтартнă мучи Василий Федорович ăçта пурăнать?» — тесе ыйтсан Патăрьел районĕнчи Сител арçыннисем пĕр-пĕрин çине пăхса йăл кулса илчĕç. «Мучи темелле мар ăна. Вăл пирĕнтен те ирттерет», — ĕнентерме пăхрĕç хайхискерсем.

27 Çу, 2016

«Эпĕ театрăн хальхи вăхăтри чĕлхине шыратăп»

— Астăватăп-ха: шкулта вĕреннĕ чухнех эсĕ концертсенче Алла Пугачевăн «Делу время...» тата ытти юррине шăрантараттăн. Вăл вăхăтрах артистка пулма ĕмĕтленнĕ-тĕр...

Pages