Пони

27 Раштав, 2013

Пĕчĕкки пысăккинчен ирттернĕ

Канаш районĕнчи Хучелти Николаевсен кил хуçалăхĕ 2014 çула пони лашасемпе кĕтсе илет. Пилĕк пуçа çитнĕ вĕсен шучĕ. Амăшĕпе ашшĕн, Брусничкăпа Тростникăн, ытарлă каласан, виçĕ чипер «хĕр». Кĕсресене Брюнетка, Бриллианитка, Быстрицкая ятсем хунă. «Мĕншĕн чăваш ячĕсем мар?» – тесен кил хуçи Николай Николаевич çапла хуравларĕ: «Йĕрки пур. Ашшĕпе амăшĕн ячĕсем мĕнле саспаллирен пуçланнине пăхса ят параççĕ çамрăк выльăха. Кĕсресем хăмласа пачĕç те ячĕсем те «Б» саспаллирен пуçланаççĕ. Кĕçĕннине амăшĕ шутламан-туман çĕртен хăмларĕ, çавăнпа Быстрицкая ят хурас терĕ арăм.