Премьера

20 Утă, 2016

Юратăва укçалла туянаймăн, вăйпа çĕнсе илеймĕн

Пурнăçра ырăпа усал яланах юнашар çÿреççĕ. Усал вăй этеме тĕрлĕ япăх ĕç тума хĕтĕртет, тĕрĕс çултан пăрать, пирĕшти вара ăна май килнĕ таран сыхласа-упраса тăрать. Çак вăйсен кĕрешĕвĕ мĕнпе вĕçленни çын шăпине татса парать.

5 çу, 2016

Пĕлĕт айĕнчен тухнă хĕвел пайăрки

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче акан 27-мĕшĕнче иртнĕ премьера çинчен каласа кăтартиччен малтан ЧР тава тивĕçлĕ артисткин, режиссерăн Наталия Сергеевăн ĕçĕсем кăмăла кайнине палăртас килет. Çавăнпа унăн спектаклĕсене хаваспах çÿретĕп.

5 çу, 2016

Вампилов пьесисем кивелмеççĕ

Çуллахи кунсем ытармалла мар хитре те илĕртÿллĕ, анчах эпир çак илемпе киленсе пурăнма пĕлместпĕр. Хамăр тавра мĕн пулса иртнине, куç умĕнчи çынсене сăнамастпăр. Ялан тем шыратпăр, вăрçăнатпăр, пĕр-пĕрне ăмсанатпăр...

22 пуш, 2016

Куккуклă сехет арпашăнса авăтсан...

Сехет чĕре пекех: пĕр чарăнми шаккать, йĕпписем шума пăрахрĕç-тĕк — пурнăç чарăнса тăнăнах туйăнать. Куккуклă сехет арпашса ĕçлеме пуçлани те ырра мар-мĕн.

3 пуш, 2016

Куççульленичченех култарчĕ «Шупашкарти савни»

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн сцени çине вăл 1991 çулта пĕрремĕш хут тухнă. Ун чухне «Шупашкарти савни» спектакле ялсенчен автобуспа тиенсех килсе курнă. Камите курнă чухне халăх хырăм тытсах ахăлтатнă, куççуль тухиччен кулнă. Унтан сцена çине спектаклĕн тепĕр тăватă «серийĕ» тухнă. Çынсене йăлăхтарман вăл, пачах тепĕр май - пурнăçри йывăр самантсене манса кулăш тĕнчине путарнă.

Pages