прокуратура

19 Çĕртме, 2019

Çавра сĕтелте сусăрсем çинчен калаçрĕç

Чăваш Ен прокуратуринче сусăрсене пурăнмалли условисемпе тивĕçтерес ыйтупа çавра сĕтел иртрĕ. Унта тĕрлĕ министерство, общество организацийĕн, прокуратура, пенси фончĕн тата организаци предстваителĕсем хутшăнчĕç.

Республика прокурорĕ Василий Пословский каланă тăрăх 2018 çулта сусăрсем тĕлĕшпе тунă 300 нарушени тупса палăртнă, 116 çынна явап тыттарнă. Общество транспорчĕпе çыхăннă ыйтусем нумай. Автобусра кондукторсем, пассажирсем инвалидсемпе кăмăллăн калаçмаççĕ, пулăшмаççĕ.

23 Çу, 2019

Шалу парăмне татасси - хальхи вăхăтри тĕп ыйту

Паян Федерацин Атăлçи округĕнчи прокуратурăсен уçă форумĕ иртрĕ. Ăна РФ генеральнăй прокурорĕн заместителĕ Сергей Зайцев уçрĕ. Интерактив мелĕпе йĕркеленĕ канашлăва Чăваш Республикин прокуратурин представителĕсем те хутшăнчĕç.

11 Кăрлач, 2019

Уяв: виçĕ ĕмĕр право хÿттинче

Надзор органĕн ĕçченĕсене эрнекун професси уявĕ - Раççей прокуратурин кунĕ — ячĕпе саламланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев прокуратура 297 çул тултарнине аса илтерчĕ те — çакна «аслă истори» тесех хакларĕ. Çулсем иртнĕ, анчах прокуратурăн тĕп тивĕçĕ улшăнман: унччен те çак ĕçе пурнăçланă, паян та граждансен прависене, патшалăх тата общество интересĕсене шанчăклă хÿтĕлет.

27 Утă, 2018

Прокуратурăра кăтартусене пĕтĕмлетрĕç

Чăваш Республикин прокуратурин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта 2018 çулхи пĕрремĕш çур çулти ĕç-хĕл кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, малашнехи тĕллевсене палăртрĕç.

Ларăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов хутшăнчĕç. Ăна Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский ертсе пычĕ.

Pages