Пуç усмасăр

11 Çу, 2017

Ĕрĕхсе кайнă янавара та тытса чарнă

— Упăшкаран çап-çамрăкла виçĕ ачапа тăрса юлтăм, асли — вун тăваттăраччĕ, вăталăххи — вун иккĕре, кĕçĕнни вунă çултаччĕ. Мĕн чухлĕ татăлса йĕмен-ши? Çакна пĕр Турă çеç пĕлет. Пĕччен хĕрарăма ялта пурнăç тытса пыма çăмăл-и? Пăянам та, пăятам та пулман манăн, мĕн пур яваплăх пĕр хам çине тиеннĕ.

13 Ака, 2017

Ачисем, ял-йыш йывăрлăхра хуçăлма паман

«Çын мĕн чухлĕ чăтма пултарать, Турă çавăн чухлĕ йывăрлăх парать теççĕ. Апла манăн пĕтĕмпех тÿссе ирттермелле пулнă», — терĕ Патăрьел районĕнчи Тури Тăрмăш ялĕнче кун кунлакан Светлана Сидорова. Вĕсем юратнă мăшăрĕпе вун пĕр ачана пурнăç парнеленĕ, сакăр ывăлпа виçĕ хĕре тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе ура çине тăратнă. Анчах пурнăçра савăнмаллипе пĕрле хуйхăрмалли те тупăнать. Нуши-терчĕ телейпе юнашарах çÿрет-çке. Пĕр-пĕрне чунран савакан мăшăрăн та пурнăç урапи тикĕс кусман, çемьене инкек хыççăн инкек çапса хуçнă.

30 Пуш, 2017

«Пĕчĕк хĕрĕмĕр малалла пурăнма вăй парать»

Икĕ хутлă пысăк çурт патне хуллен утатăп. Мана хирĕç çамрăк арçын тухрĕ. «Алексеевсем кунта пурăнаççĕ-и?» — ыйтрăм унран. Кил хуçи Владимир мана пÿрте кĕме сĕнсен ун хыççăн утрăм. Акă мана унăн мăшăрĕпе Татьянăпа пĕчĕк хĕрĕ Милана кĕтсе илчĕç. Сарă çÿçлĕ хĕр пĕрчи кĕрен тĕслĕ кĕпе тăхăннă, юмахри Кĕлпике пекех курăнать. «Тĕссене уйăрма пĕлет те ăна хăех суйларĕ, эпĕ урăххи илесшĕнччĕ. «Çук, çакна туянатпăр», — терĕ», — калаçăва пуçларĕ Татьяна. Пĕчĕкскер хăйĕн çинчен калаçнине илтсен: «Ăхă, хамах суйларăм, хама килĕшнине», — сăмах хушрĕ. Хĕвел пек çиçекенскер савăнăçлă чĕвĕлтетме тытăнсан çывăх çыннисен питĕнче йăл кулă çуралчĕ.

9 Нарăс, 2017

Сусăр тĕпренчĕкĕ 8 çул çеç пурăнассинчен хăранă

Çĕр çине килнĕ чун пурăнма çуралать. Шел те, хăшĕ-пĕрне çут çанталăк сывлăх енчен кÿрентерет. Пĕрисем хăрах алăсăр çут тĕнчене килеççĕ, теприсем кĕске ураллă çуралаççĕ... Мĕн пĕчĕкренех куç курманнипе, хăлха илтменнипе аптăракан та сахал мар.

Pages