Пуç усмасăр

22 Раштав, 2016

Пĕр машина вутта хăех çурать

Канаш районĕнчи Сухайкассинче пурăнакан 57 çулти Николай Миронов çамрăк чухне алла йĕппе çип тытасса шухăшламан. Ара, çыхасси хĕрарăм ĕçĕ-çке-ха. Пĕр кунхине икĕ урасăр тăрса юлни унăн пурнăçне тĕпрен улăштарнă.

15 Раштав, 2016

«Пĕр каç кăна канлĕн çывăрасчĕ»

Икĕ хутлă баракра çынсем пурăннине ĕненес килмерĕ: чÿречесем ванчăк, хваттер алăкĕсем яри уçă... Тĕссĕр çуртпа унăн таврашне тайлăк картасемпе сарайсем пушшех ирсĕрлетеççĕ. Çÿп-çап, çăвĕпе ашкăрнă хыт-хура шурă юрпа хупланнă. Унсăрăн тата тискертерех ÿкерчĕк пулĕччĕ. Икĕ хутлă, сакăр хваттерлĕ çуртра 17 çын пропискăра тăрать, анчах пурăнаканĕсем — иккĕн: 39-ти Оксана Журавлевăпа унăн ашшĕ 80-ри Геннадий Михайлович.

8 Раштав, 2016

«Чÿречерен çынсене кураттăм та – пурăнас килетчĕ»

Светлана Афанасьева пуç­­­­­­­­­­ламăш классен учите­лĕн специальноçне алла илнĕ хыççăн направленипе Çĕрпÿ районĕнчи Метикасси шкулĕнче ĕçлеме тытăннă. Кунта вăл Николай Афанасьевпа паллашнă. Çамрăк педагог хăйĕнчен 5 çул кĕçĕнрех йĕкĕте салтака ăсатса кĕтсе илнĕ.

10 Чÿк, 2016

«Ывăлăм тĕлĕке килсен савăнса вăрантăм»

Маркел ĕмĕрĕ питĕ кĕске пуласса амăшĕн варĕнчех туйнă тейĕн — çут тĕнчене 2 уйăх маларах килме васканă. Çав кун, каçхи 6 сехет хыççăн, пысăк хырăмлă Жанна Миронова кĕтмен çĕртен аптăраса ӳкнĕ. Вăл çуратма хатĕрленнине пĕлсен Йĕпреç районĕнчи Пысăк Упакассинчи Октябрь урамĕнчи мĕн пур çын вĕсен килĕ умне пухăннă. Арçынсем урамра пирус туртнă вăхăтра хĕрарăмсем Жанна Андреевнăна çăмăлланма пулăшнă. Медпункт фельдшерĕ Лидия Матвеева, Мироновсен тăванĕ, çут тĕнчене пĕчĕк виçепе килнĕ арçын ачана алла пĕрремĕш тытнă. Васкавлă медпулăшу кайран çеç çитнĕ, амăшĕпе ывăлне больницăна илсе кайнă. Тухтăрсем лайăххинех шантарман: ача ытла та вăйсăр-çке. Анчах арçын ачан пурăнас килнĕ… Малалла вулас...

13 Юпа, 2016

Пĕр каçра нимсĕр тăрса юлнă

Комсомольски районĕнчи Йÿç Шăхальти Шмелевсем пĕр каçра нимсĕр-мĕнсĕр, кĕпе вĕççĕн урамра тăрса юлнă. Ĕмĕрĕпе пĕрчĕн-пĕрчĕн укçа пухса çĕкленĕ кил-çурчĕ тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кĕлленнĕ. Халĕ Марина Алексеевнăн пенси укçипе епле пÿрт çĕклемелле? Чун выртман ют çĕрте пурăнмалла, кĕçĕн хĕрне ÿстермелле.

Pages