Пуç усмасăр

28 Утă, 2016

«Упăшкасăр юлсан çур çул куççуль типмерĕ»

Мăшăр пурнăçран уйрăлсан чылай çын хăйне уйра тăлăх ÿсекен чечекпе танлаштарать ахăртнех. Юратнă çын, ачасен ашшĕ, çемье тĕрекĕ çук чухне хĕрарăмăн пур ĕçе те хăйĕн пурнăçлама тивет. Тепикасси ялĕнче пурăнакан Елена Васильева 4 çул каялла мăшăрне хура тăпрапа хупланă.

14 Утă, 2016

«Хĕрлĕ автан» виçĕ хутчен çулăхсан та...

Çулла килте алă усса лараймăн. Пахчана çум курăкран тасатмалла, выльăх апачĕ хатĕрлемелле... Элĕк районĕнчи Писĕпре пурăнакан Алексеевсем те картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Эпир пынă чухне те хуçисем килте çукчĕ. Упăшки — ĕçре, арăмĕ пасара чăх-чĕп туянма кайнă.

30 Çĕртме, 2016

Ыттисем ютшăнни хăйне шанма хистенĕ

Юлия Данилова «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕ вырнаçнă Пичет çуртне çитсен шăнкăравларĕ. 6-мĕш хута лифтпа е картлашкапа хăпарма май пуррине каларăм. Вăл вĕсене курманнине пĕлтерчĕ те, тепĕр хутчен ăнлантарма пикентĕм. Пике ун патне анмашкăн, пулăшмашкăн ыйтрĕ.

26 Çу, 2016

Такăнсан - тăратĕç, чун нишлĕленсен - таптĕç

«Чирлĕ çынна пăхма пулăшатăп» тесе Оля Петрова Интернетра пĕлтерÿ панă. Пĕр кунхине ун патне хитре саслă арçын шăнкăравланă. «Эсир миçе çулта? Упăшка пур-и сирĕн?» — çакнашкал ыйтнăшăн хĕрарăм тĕлĕннĕ те. Çав арçынна вăл качча кайнипе кайманни мĕн тума кирлĕ-ха?

19 Çу, 2016

Ашшĕ сусăр ачине интерната паман

Кĕçех 15 тултаракан Валерия «анне» тесе курман. «ДЦП» диагноз лартнă пепкине амăшĕ 5 çул пăхайнă. Кайран те вăй-халĕ, те тÿсĕмĕ пĕтнĕ — ачана интерната пама шухăшланă. Сусăра пăхасси мĕн тери яваплă пулнине çак  йывăрлăха хăй çинче туйса курнă çын çеç лайăх ăнланать пулĕ.

Pages