Мускавсем Чăваш Енри çулсем çинчи йĕркелĕхе тĕрĕслерĕç. «Республикăна 15 БМВ автомобильпе Мускавран ПАИ сотрудникĕсем килнĕ, çулсем çинче водительсене тустараççĕ кăна!» Интернет саманинче çак хыпар Чăваш Енре çиçĕмлĕ хăвăртлăхпа сарăлчĕ.
Çимĕкре пурте тенĕ пекех масар çине васкаççĕ, вилнĕ тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене асăнаççĕ. Хамăрăн йăх-несĕле асра тытасси - пирĕн, чĕррисен, сăваплă тивĕçĕ.