Росреестр

17 Авăн, 2020

Культура эткерлĕхне шута илнĕ

Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ 19-мĕш ĕмĕрте тунă шкула патшалăх кадастр учетне илнĕ.

Тăвай районĕнчи Элпуç ялĕнчи шкула 1886 çулта савăнăçлă лару-тăрура уçма тăван халăхăмăра çутта кăларнă Иван Яковлев хутшăннă. Турă саккунне, çырулăха, вулама тата арифметикăна вĕрентнĕ пĕлÿ çурчĕ çулсем иртнĕçемĕн япăхма тытăннă. Харпăрлăх хуçи кам пулнине кăтартакан хутсем çухалнă. Çав вăхăтрах 1974 çулта çурта республика шайĕнчи историпе культура палăкĕ тесе йышăнни паллă. Апла пулсан ăна патшалăх упрама тивĕç.

14 Авăн, 2020

Росреестр йышăну ирттерет

Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ РФ Президенчĕн Шупашкарти Ленинград урамĕнчи 36-мĕш çуртри йышăну пÿлĕмĕнче граждансене йышăнĕ.

Куçман пурлăхпа çыхăннă ыйтусене (хваттерпе пÿрте, çĕрпе гаража регистрацилес тата ытти те) Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин заместителĕ Татьяна Васильева уçăмлатĕ. Çынсене вăл 15 сехетрен пуçласа 17 сехетчен пулăшĕ. Йышăнăва кайиччен 8 (8352) 62-22-33 тата 39-36-83 телефон номерĕсемпе шăнкăравласа çырăнмалла.

22 Çĕртме, 2020

«Тÿрĕ лини» уçăмлатĕ

Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче «тÿрĕ лини» ирттерĕ. Ăна вăл РФ Президенчĕн Чăваш Енри общество йышăнăвĕн пÿлĕмĕнче йĕркелĕ.

Çав кун 15 сехетрен пуçласа 17 сехетчен 8 /8352\ 39-36-81 телефон номерĕпе шăнкăравлама май килĕ. Консультацие 8 /8352\ 62-90-44 номерпе шăнкăравласа маларах та çырăнма юрать. Ыйтусене 21press—rosreestr@mail.ru адреспа та йышăнĕç.

22 Раштав, 2017

Çынна шан, анчах тĕрĕсле

Çывăх юлташран хваттер туянасшăн. Вăл мана мĕн пур документа кăтартрĕ. Анчах мăшăр ЕГРН выпискине илме хи¬стет. Манăн шухăшпа — çак хут ытлашши. Калăр-ха, тархасшăн, ку документ хăçан кирлĕ?

Андрей ГАВРИЛОВ.

Шупашкар районĕ.

Марина ИВАНОВА, Федерацин патшалăх регистрацийĕн, кадастр тата картографи службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин пулăшуçи: