Сад-пахча грамоти

28 Нарăс, 2014

Уйăх тата тухăç

Пахча çимĕçсене ÿстерес тĕлĕшпе паракан сĕнÿсене юлашки вăхăтра Уйăхпа, Зодиакăн тĕрлĕ паллипе çыхăнтарса кăтартаççĕ. Хăш-пĕр календарьте вĕсене туллин илсе параççĕ. Анчах та тĕрĕс усă курма пĕлменрен чылай чух вăл е ку ĕçсене хамăр пĕлнĕ пек тума тивет. Çак ăнлавсем пирки хаçатра пичетлесен аванччĕ.