Салтак атти

7 Нарăс, 2019

Ывăлне курсан амăшĕ тăнне çухатнă

Дмитрий Маряшкин хур-кăвакала питĕ кăмăллать. Пусса çиме мар, пăхса çитĕнтерме, сăнама. Çавăнпах вĕсен кил картинче хур йышлă. Тĕрлĕ ăратли пур: Холмогор, мăкăрăлчăк сăмсалли, Тулуз... Пурте ахаль хуртан пысăкрах çитĕнекеннисем.