Сăмах парăр-ха

28 Нарăс, 2015

Камăн пилĕкĕ çинçерех?

Юлашки вăхăтра кахал çын кăна укçа çинчен калаçмасть пулĕ. Хаксем ÿссе кайни, шалу вара вырăнтан та тапранманни çынсен сехрисене хăпартать. Ара, ЖКХ тăкакĕсене саплаштарасси те, апат-çимĕç тата ытти тавар хакĕ те ĕрĕхсех кайрĕç вĕт. Хăть тĕрлĕ учреждение кĕр паян, хăть пасарта хăлха тăратса çÿре - пурин те чĕлхе çинче пĕр сăмах кăна: укçа... Завод-фабрикăра пилĕк авакана та çак ыйтăвах хумхантарни паллă, анчах унта вăшт-вашт кĕрсе рабочисем мĕн çинчен калаçнине итлемелли çук - çавă кăна...

21 Нарăс, 2015

Чун юрлать тейĕн

Хĕрĕм шкултан таврăнсанах сĕтел хушшине вырнаçса ларчĕ, кĕнеки-тетрадьне кăларса хучĕ. Киле панă ĕçе çĕнĕ ручкăпа пурнăçлама пуçласшăнччĕ те... Çук, темле шырасан та сумкăра тупăнмарĕ вăл.

14 Нарăс, 2015

Йăхне пĕлмен Йăван пулас марччĕ

Командировкăсене час-часах çÿренĕ май тĕрлĕ çынпа курса калаçма тивет. Пĕрисем патĕнчен хавхаланса, хăпартланса таврăнатăн. Епле пултаруллă та хастар вĕсем! Тĕлĕнсе пĕтерейместĕн. Ĕçре те, килте те ĕлкĕреççĕ, таçта та çитеççĕ, темĕн те пĕлеççĕ. Ватăлма та, кулянса ларма та вăхăт çук маттурсен. Теприсем шалт! тĕлĕнтереççĕ. Çук-çук, кахаллипе, тирпейсĕррипе мар - чунĕсем нишленнипе: йăх-несĕлĕн кун-çулĕпе пачах кăсăкланманнипе, асатте-асаннене хисепе хуманнипе...

7 Нарăс, 2015

Ăçта-ши çав юмах тĕнчи?

Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне уроксем хыççăн тепĕр виçĕ-тăватă сехетлĕхе шкула килти ĕç тума хăваратчĕç. Вăхăта усăллă ирттернĕ унта, киле парса янă ĕçсене пурнăçланă хыççăн вылянă, уçă сывлăша тухнă. Анчах та пуринчен ытларах вĕрентекен кашни кун юмахсем вулани асра юлнă. Тăхтав вăхăтĕнче пĕрмай парта тăрăх чупакан харсăр ачасем те шăпланса юмах тĕнчине путатчĕç. Ун чухне вулавăш та чухăнрах пулнă, хальхи пек кашни кĕтесре кĕнеке те сутман. Чухăнрах пулнă тени тĕрĕсех те мар пуль-ха, кăсăклă тата шкул программине кĕртнĕ произведенисем выртнă çÿлĕксем çинче.

31 Кăрлач, 2015

Аист çерçи мар, тырă сапса илĕртеймĕн...

“Анне, мана ăçтан тупнă?” - пурне те пĕлме тăрăшакан шăпăрлан хăçан та пулин çак ыйтăва парасса пĕлсех тăраççĕ-ха аслисем, çапах та вăл яланах ытла та кĕтмен çĕртен янăранипе шартах сикеççĕ. Ним калама аптăраççĕ кун пек чух. Вара аслисен шухăшлавĕ эх! вĕçет ирĕке. Пĕрне купăста йăранĕнче тупнă иккен, теприне - кишĕр хушшинче. /“Анне, атте сана мĕн, пахчипех сĕтĕрсе çÿренĕ-им?”- аса килет Вовочка кулăшĕ/.

Pages