Самана таппи

8 Чÿк, 2014

Демографири ырă улшăнусемшĕн

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи тĕп сыватмăшри медицина ĕçченĕсем халăх сывлăхне çирĕплетессишĕн вăй-халне шеллемесĕр тăрăшаççĕ. Кунта 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 19190 çынна шута илнĕ. Чирлисене 5 уйрăмра талăкĕпех сипленме - 60, кăнтăрлахи стационарта сывалма 26 вырăн хатĕрленĕ.

24 Çу, 2014

«Агро-Инноваци» - ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхшĕн

Çулсем иртнĕçемĕн ăслăлăх çитĕнĕвĕсене пула халăх хуçалăхĕн отраслĕсем ÿсĕмлĕ аталаннине кашниех асăрхать пулĕ. Юлашки вăхăтра ял хуçалăхĕнче те пĕлтерĕшлĕ улшăнусем пулчĕç. Европăри, чикĕ леш енчи çĕр-шывсенчи паха опыта анлă çул парса хресчен тухăçлă меслетсемпе производствăра усă курать.

5 Пуш, 2014

Çĕнĕ ĕмĕтсем парнелекен кафе

Елчĕк районĕнче хастар та маттур, пуçаруллă та мал ĕмĕтлĕ, умне лартнă тĕллеве чăна çавăрас тесе нимĕнле йывăрлăхран та хăраман хĕрарăмсем пур. Патреккел ялĕнчи Татьяна Теплова шăпах çавсен йышĕнчен. Нумаях пулмасть вăл хăйĕн çутă ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ: Елчĕкре «Мечта» кафе уçнă.

18 Раштав, 2013

Инноваци çул-йĕрĕпе

Красноармейски районĕнчи «Таябинка» агрофирма - çĕнĕ технологисене производствăна хăюллăн кĕртсе инноваци çулĕ-йĕрĕпе шанчăклăн аталанакан çирĕп хуçалăх. Вăл, республикăри «100 чи лайăх ял хуçалăх предприятийĕ» клубăн хастар членĕ, пĕлтĕр экономика-финанс кăтартăвĕсемпе 12-мĕш вырăн йышăннă.

Pages