Самана тата çыравçă

22 Çурла, 2018

«Мĕн тумалла ку Юмартпа?» - тесе вăрçаççĕ. «Персе пăрахăр!» – терĕм те тухса кайрăм пухуран...

Геннадий Федорович ТРОФИМОВ /ЮМАРТ/ — тĕпчевçĕ, поэт, куçаруçă. К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ /1988/, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Петĕр Хусанкай, Митта Ваçлейĕ, Нестор Янкас ячĕллĕ литература премийĕсен лауреачĕ.

ХАКЛАВ: 
В.Г. Родионов, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан сотрудникĕ, филологи наукисен докторĕ:

18 Утă, 2018

«Сăвă симфони пек янăратăр…»

«Япăх çырас килмест, лайăх хайлаймастăп», — паянхи кун çапла калать чăвашсен паллă поэчĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Митта Ваçлейĕн премийĕн лауреачĕ Петĕр Эйзин /сăн ÿкерчĕкре/. Вăл юлашки 20 çулта мĕншĕн пĕр сăвă та çырăнманнине çапла ăнлантарать.

24 Çурла, 2017

Ĕмĕр манми ырă ят хăварчĕ

Чăваш халăх писателĕпе Георгий Васильевич Красновпа /сăн ÿкерчĕкре/ эпĕ 1992 çулта Чăваш Республикин чи паллă шкулĕнче, Шупашкар хулин Герман Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци интернат лицейĕнче, паллашрăм. 1992-1993 вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче ачасене вĕрентме лицея Георгий Краснов çыравçă килессине пĕлтерчĕç. Ку хыпар учительсене пурне те, уйрăмах пире, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсене, савăнтарчĕ. Ара, паллă проза ăстипе, фантастика хайлавĕсен авторĕпе пĕрле пĕр шкулта вĕрентĕве кÿлĕнетпĕр-çке!