Сăнсем

16 Утă, 2016

Нушаллă-телейлĕ пурнăç

Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас Кĕçтемĕр ялĕнчи Мария Шаронова тăхăр теçетке ытла çул пурăнса хурине те, шуррине те сахал мар ас тивнĕ. Халĕ кермен пек çуртра хуçаланаканскер хăйсен килĕ пулманран амăшĕпе çын патĕнче çывăрнине куççульленмесĕр аса илеймест.

16 Утă, 2016

Паян та вăл — вĕрентекенех

Клавдия мăнакăн вăталăх хĕрне Ольга Михайловăна Шураç ялĕнче, вăл ку тăрăхри шкулсенче ĕçлемен пулсан та, питĕ хисеплеççĕ. Ольгăн ашшĕ вăтам çирĕп хуçалăх тытакан Михалăн 5 ывăлтан виççĕмĕшĕ пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче «кулак» шутне кĕртсе вĕсен пурлăхне туртса илсе салатнă. 1937 çулта Прокопий манăн мăнакпа пĕрлешет. Вăрçă пуçланиччен Полинăпа Василий çуралаççĕ, арçын фронта тухса кайнă чухне арăмĕ тепĕр ача кĕтнĕ — Геннадий пулнă ку. Прокопий вăрçă хирĕнче пĕр çапăçу вăхăтĕнче снаряд çывăхра ÿкнине пула тăпра айне пулса аманать — килне таврăнать.

19 Пуш, 2016

Антологи авторĕ

Пĕлтĕр çĕршывра шăпах Литература çулталăкне, республикăра Константин Иванов çулталăкне паллă тунă тапхăрта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хусанушкăнь шкулĕнче чăваш чĕлхипе музыка вĕрентекен Светлана Яруткина «Чутай ен çыраçисен антологийĕ» кĕнеке пухса хатĕрлерĕ.

19 Пуш, 2016

Хĕрарăм - пысăк вăй

Вăрçă умĕнхи çулсенче пирĕн республикăра та, ытти çĕрти пекех, хĕрарăмсене производствăна явăçтарас, ял-хулари общество ĕçне хастар хутшăнтарас тĕллевпе час-часах ятарлă пухусем ирттернĕ. Чăваш АССР Канашĕсен хĕрарăм членĕсен пĕрремĕш съезчĕ Шупашкарта 1927 çулхи авăн уйăхĕн 23—28-мĕшĕсенчех иртнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен вĕçĕнче хĕрарăмсен канашĕсем предприятисенче, колхоз-совхозра, организацисенче йĕркеленме тытăннă. 1960 çулта хĕрарăмсен пĕрремĕш конференцийĕ иртнĕ. 1965 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче вара «Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕ» /халĕ союз/ туса хунă, пушăн 27-мĕшĕнче иртнĕ хĕрарăмсен 2-мĕш съездĕнче çак йышăнăва çирĕплетнĕ. Малтанхи 10 çул ăна Ольга Талля ертсе пынă.

19 Пуш, 2016

Чĕнмен Чĕкеç

Ялта ăна хисеплесе Наçка аппа тесе чĕнеççĕ. Вăрçă çулĕсенче хăй ирĕкĕпе Тутарстанри Пăвана вăрман каснă çĕре пулăшма та, Вăрмар тăрăхĕнчи Энĕшпуçне вутă хатĕрлеме те кайнă вăл. «Хĕрсем, ытла ан хуçăлăр-ха, малашлăх пирки пăртак шухăшлăр, ача çуратаймасăр ĕмĕр пĕччен юлас тетĕр-им?» — пĕр арçын шеллесе çакнашкал каланине халĕ те астăвать Наçка аппа. Кайран ăна амăшĕ Тăвайĕнчи промысла комбинатне кайса пăхма сĕннĕ. Çуна-урапа, атă-пушмак, кăçатă хатĕрленĕ çĕрте икĕ çул кладовщицăра тăрăшнă Анастасия Михайловна.

Pages