Сăвă сĕвемĕсем

Тепĕр хут килет çулла, хĕлле,
Çуркунне те, кĕркунне те килĕ.
Çамрăклăх кăна текех килмест,
Çапларах иккен этем кун-çулĕ.
Ыранхи кун мĕн кĕтет пире?
Ырă ĕç тумашкăн ĕлкĕресчĕ.
Турă çырса панă ĕмĕре
Чыслăха сутмасăр ирттересчĕ.
Хăш-пĕри персессĕн те чулпа
Çăкăрпа çеç тавăрасчĕ хирĕç.
Тăрăшар пулма таса чунпа,
Çыншăн çын тĕрек пулмашкăн тивĕç.

Тулли верси...

www.hypar.ru

Subscribe to Сăвă сĕвемĕсем