сессисем

28 Нарăс, 2020

Чакман минимума халь саккун хÿтĕлет

Патшалăх Канашĕн паян уçăлнă черетлĕ вăтăр саккăрмĕш сессийĕнче депутатсем теçетке ытла саккун проектне тишкерсе йышăнчĕç, ытти ыйтăва пăхса тухрĕç.

17 Утă, 2018

Чăваш Ен депутачĕсем пенсие тухмалли ÿсĕме сÿтсе яврĕç

ЧР Патшалăх Канашĕн паянхи черетсĕр çирĕм пĕрремĕш сессийĕнче пенсие тухмалли ÿсĕме пысăклатассине хĕрÿ сÿтсе яврĕç. РФ Правительстви пенсие тухмалли ÿсĕме пысăклатассипе çыхăннă саккун проекчĕ çинчен çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче пĕлтерчĕ. Унтанпа ку ыйту çĕршывра хĕрÿ сÿтсе яваççĕ. Пĕрисем саккуна улшăнусем кĕртессине ырласа йышăнаççĕ, теприсем вара — хирĕç. Пур енлĕн пăхса хакласан вара — улшăнма вăхăт çитнине йышăнма тиветех.