шкулсем

11 Кăрлач, 2018

«Хунавсен» ĕмĕчĕ çунатлă

Куславкка районĕнчи Елчĕкри вăтам шкулта «Ешĕл хунав» кружок ĕçлет. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Надежда Морозова ертсе пырать ăна. Вăтам класра ăс пухакансем кунта юратнă вĕрентекенĕпе хăйсен «Ешĕл хунав» хаçатне кăларса тăраççĕ. Калав-статья çырма та маттур вĕсем. Хăшĕ-пĕри сăвă та шăрçалать.

21 Раштав, 2017

Шкул ачисен канашĕ

Епле савăнăçлă, кăсăклă, мал ĕмĕтлĕ вăл — парта хушшинче ларнă вăхăт. Çулсем иртнĕçемĕн кашни кунĕ, кашни урокĕ хаклă пулнине туятăн. Куславкка районĕнчи Елчĕк шкулĕнче хăнара пулнă май вĕренекенсем çине ăмсанса пăхрăм. Юратнă предметсене вĕренсе тавра курăма пуянлатнишĕн, кăмăллакан учительсем патĕнче ăс пухнишĕн, тĕрлĕ кружок-секцире аталанма май пурришĕн телейлĕ-çке вĕсем.

20 Раштав, 2017

Березовка шкулĕнче икĕ класа пĕрле вĕрентеççĕ

Республикăpa паян Пěpлехи информаци кунě иртнě май "Хыпар" издательство çypчěн тěп редактopěн çyмě Дмитрий Моисеев Йĕпреç районěнче пулчě. Березовка ял тăpăxěн çыннисемпе курнăçpě.

14 Раштав, 2017

Çĕнĕ çул хаçачĕ

Эпĕ Патăрьел районĕнчи Çĕньялти вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренетĕп. Нумаях пулмасть эпир Амăшĕн кунне паллă турăмăр. Концерт лартрăмăр. Эпĕ юратнă анне пирки сăвă каларăм. Халь ачасен юратнă уявĕ — Çĕнĕ çул — çывхарать. Кашни шкултах, паллах, уява хĕрсе хатĕрленеççĕ.

24 Чÿк, 2017

Янăш шкулĕ — 110 çулта

Пĕлÿ çурчĕн сумлă юбилейне паллă тума паян Янăш ялне çак шкулта ĕçленĕ, вĕреннĕ, унăн аталанăвне пысăк тÿпе хывнă çын чылай пуçтарăнчĕ. Çак йышра — Янăш шкулĕнче пĕлÿ илсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тăнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, унăн мăшăрĕ, çак шкулта нумай çул ĕçленĕ Лариса Игнатьева, Чăваш Енри аслă вĕрентÿ заведенийĕсен ертÿçисем, министрсем, патшалăх влаç органĕсен представителĕсем тата ыттисем.

Pages