«Шупашкар сахалтан та 250 çул аслăрах»
«Кинофильмсенче Шупашкара час-часах курма пулать-и?» — ыйтрĕ иртнĕ эрнекун Шупашкара килнĕ Раççей культура министрĕ Владимир Мединский Правительство çуртĕнче йĕркеленĕ ларура. Хуравне хăех палăртрĕ: «Шупашкар — таса, илемлĕ хула. Анчах унта пулса курманнисем çакăн çинчен пĕлмеççĕ. Çавăнпа ЧР Культура министерстви çумĕнче кинокомисси йĕркелеме сĕнетĕп.