соревнования

26 Юпа, 2018

Шупашкара, ăмăртăва!

Çитес çул çăмăл атлетика енĕпе Пĕтĕм Раççей шайĕнчи 100-мĕш ăмăрту Шупашкарта иртĕ.

Чăваш Республикин тĕп хулинче наци чемпионачĕ 6 хут иртнĕ — 2002, 2009, 2011, 2012, 2015, 2016 çулсенче. Тĕрлĕ регионран çитнĕ спортсменсене Шупашкарта хăтлă. «Олимп» стадионри газиона тĕпрен çĕнетнĕ, чупу çулĕсене улăштарнă, çăмăл атлетика секторĕсене çĕнĕ сĕм кĕртнĕ. Стадиона тĕнче шайне çитернĕ.

25 Юпа, 2018

«Ылтăн карабин» ăмăрту иртрĕ

Çак кунсенче спорт туризмĕн «Ылтăн карабин» ăмăртăвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ. Тупăшу виçĕ ÿсĕм категорийĕнче пулнă: 10-13, 14-15, 16-17 çулсенчисем. Атăл хĕрринчи хырлăх 148 спортсмена пухнă.

Ăмăртура 1-мĕш вырăна Çĕнĕ Шупашкарти 1-мĕш спорт шкулĕ тухнă, 2-мĕшне — Çĕрпÿри 1-мĕш шкул команди, 3-мĕшне Шупашкарти «Памирка» турклуб команди йышăннă.

15 Юпа, 2018

Тбилисирен — медальсемпе

Юпа уйăхĕн 12-14-мĕшĕсенче Тбилиси хулинчи Олимпийский керменте çамрăк самбистсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Тĕнчере мала тухассишĕн 30 çĕршыври 16-20 çулсенчи 250 ытла спортсмен кавир çине тухнă.

Pages