спектакль

20 Утă, 2018

Премьера: юрату çăлаймарĕ

К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Александр Кăлкан драматургăн пьеси тăрăх «Анисса» спектаклĕн премьери иртрĕ.

8 Раштав, 2016

Пулĕ ăнăçлă спектакль!

Ялти культура çуртне ачасем хаваспа çÿреççĕ. Кунта Вера Федоровна Кузнецова вĕсене Пукане театрне кĕтет-çке! Хальхинче Ĕç çыннин çулталăкне халалласа «Эпир ялтах юлатпăр» пьеса лартма палăртнă. Çапла, пуканесене кăна чĕрĕлĕх кĕртмеççĕ кунта çÿрекен маттурккасем, хăйсем те тăрăшсах тĕрлĕрен сăнар калăплаççĕ. «Эпир ялтах юлатпăр» пьесăпа конкурса хутшăнма Шупашкара каяссине пĕлсен вара пушшех те хавхаланчĕç. Вера Тинюкова Верук, Алена Силюкова Тоня, Оля Толстова Сухви, Даниил Хитров зоотехник, Юлиан Чиркин Жора, Николай Таютов Иван Семенович сăнарне выляма калаçса татăлчĕç.

7 Ака, 2016

Ачасене - чĕрĕ юмах

Юмах чăннипех те чĕрĕлнине Шупашкарти Наци библиотекине килнĕ ачасем хăйсем курса ĕненчĕç. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн аслă преподавателĕ Анастасия Федотова ятарлă проект-не пурнăçа кĕртес тĕллевпе çакăнта «Театр сехечĕ» вăйăпа кану программи йĕркеленĕ.

7 Ака, 2016

Артист мар пулсан та …

Ялсенче Культура çурчĕсем пурри мĕн тери аван! Унтан та ытларах — вĕсем ячĕшĕн кăна ĕçлеменни. Тĕрлĕ кружок халăха йышăнать кунта. Шăмалакри вулавăшпа Культура çуртĕнче вăй хуракансем ял-йыша тунсăхлама памаççĕ. Халăх кружоксене çÿресе пултарулăхне ыттисене кăтартать.

21 Çĕртме, 2014

Ачисем ашшĕне авлантарасшăн мар

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ çĕнĕ спектакльпе куракана тыткăнларĕ. "Пирĕн атте авлана-а-ать!" камит авторĕ - ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Иовлев. Ку ĕçе ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Оринов сцена çине кăларчĕ. Унта паянхи ял пурнăçĕ сăнланнă. Çапах та мĕн канăçсăрлантарать-ши халăха?