спорт

Румынири Сибиу хулинче киокусинкай енĕпе тĕнче чемпионачĕ тата малти вырăнсене тухассишĕн ăмăртусем иртнĕ.

Унта Шупашкарти олимп резервĕн 5-мĕш спорт шкулĕн киокусинкай уйрăмĕнче ăсталăха туптанă Елена Зайковская 65 килограмм таран таякан спортсменсемпе тупăшнă. Финала тухассишĕн вăй виçнĕ чухне Казахстанран пынă Аина Болата çăмăллăнах парăнтарнă. Финалта вара Нидерландсен чысне хÿтĕленĕ Тамара Биндрабана çĕнтерсе киокусинкай енĕпе тĕнче чемпионĕ пулса тăнă.

Ĕнер, çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче, предпринимательсен кунĕ ячĕпе çулсерен йĕркелекен «Влаç тата бизнес» футбол вăййи иртрĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕнче, Экономика, Спорт министерствисенче тата ытти министерствăпа ведомствăра ĕçлекенсем хутшăнчĕç.

Бизнес командинче уйрăм усламçăсем тата тĕрлĕ организацисем пулчĕç. Вăйăра малтанласа влаç органĕсен представителĕсем хастарлăх кăтартрĕç, пĕрремĕш таймра вĕсем 3:1 шутпа çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш тапхăрта вăйă шучĕ пĕрпекленчĕ.

Паян Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров велосипедпа ярăнма тухнă. Унпа пĕрле - шкул ачисемпе аслă çулхисем таранах икĕ урапаллă çак транспортпа район центрĕнчи урамсемпе иртнĕ.

Чăваш Енри Татьяна Акимова биатлонистка темиçе минут каялла кĕмĕл медале тивĕçрĕ. Паян вăл Сочире çак кунсенче иртекен Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи виççĕмĕш çар вăййинче спринтра тупăшрĕ.

Pages

Subscribe to спорт