спорт

22 Sep, 2015 | Хыпар | Спорт | спорт

Спорт юхăмĕ епле аталанасси ертÿлĕхрен нумай килет. Тăрăшулăх пур пулсан ÿсĕм пулатех. Юлашки вăхăтра ку енĕпе нумай ĕç турĕç республикăра. Хуласемпе районсенче спорт керменĕсем çĕкленсе ларниех - пысăк çитĕнÿ. Спортăн çĕнĕ тĕсĕсем вăй илеççĕ, ачасемпе çамрăксем киревсĕр йăласенчен пăрăнса сывă пурнăç йĕркине суйласа илеççĕ. Çапах та пысăк ыйтусенчен пĕри вăл - район-хула администрацийĕсенче ятарлă физкультурăпа спорт пайĕсем çукки.

19 Aug, 2015 | Хыпар | Спорт | спорт

Çак ята спортпа туслисем нумаях пулмасть Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнче илтрĕç. «Олимпийский» стадионăн аренине пĕрремĕш хут тухнăскер пурне те хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерсе çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. «Маттур!» - мухтарĕç ăна чăваш журналисчĕсем.

Шупашкарта 40 çула яхăн каялла уçăлнă «Олимпийский» стадион çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче тĕплĕ юсавпа строительство ĕçĕсем хыççăн Атăлçи тăрăхĕнчи чи илемлĕ те хăтлă спорт сооруженийĕсенчен пĕри пулса тăчĕ. Кунта Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусем, Европа чемпионачĕсем йĕркелеме пуçларĕç.

Pages

Subscribe to спорт