судсем

30 Çурла, 2017

Элĕк районĕнче пуçлăхра ĕçленĕ хĕрарăм упăшкин шалăвне ÿстернĕшĕн явап тытнă

Халăха социаллă пулăшу кÿрекен Элĕкри центрăн директорĕ пулнă хĕрарăма условлă майпа явап тыттарнă. Унчченхи суд йышăнăвĕпе килĕшмесĕр тата айăпа йышăнмасăр ĕнерхи тÿре республикăн аслă судне тавăçпа çитнĕ.

15 Çурла, 2017

Çур кĕпер çинче паян та «пăкă»

Шупашкарти Ленин районĕн сучĕ хăй вăхăтĕнче "Федерацин автомобиль çулĕсен "Прикамье" управленийĕ" хысна учрежденийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă Дмитрий Филиппов должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн айăплă тесе йышăннă. Упрдорăн патшалăх саккасĕсене вырнаçтарассишĕн яваплă пайĕн пуçлăхне Мария Антроповăна ăна должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курма пулăшнăшăн айăпланă.

Pages