сусăрсем

19 Çĕртме, 2019

Çавра сĕтелте сусăрсем çинчен калаçрĕç

Чăваш Ен прокуратуринче сусăрсене пурăнмалли условисемпе тивĕçтерес ыйтупа çавра сĕтел иртрĕ. Унта тĕрлĕ министерство, общество организацийĕн, прокуратура, пенси фончĕн тата организаци предстваителĕсем хутшăнчĕç.

Республика прокурорĕ Василий Пословский каланă тăрăх 2018 çулта сусăрсем тĕлĕшпе тунă 300 нарушени тупса палăртнă, 116 çынна явап тыттарнă. Общество транспорчĕпе çыхăннă ыйтусем нумай. Автобусра кондукторсем, пассажирсем инвалидсемпе кăмăллăн калаçмаççĕ, пулăшмаççĕ.

17 Кăрлач, 2017

Йывăрлăха пăхмасăр - малалла!

Шупашкарти “Феникс” физкультурăпа спорт клубне хăйнеевĕрлĕ учреждени теççĕ. Унта спортпа туслă сусăр çынсем çÿреççĕ. Вĕсем дартс тата бадминтон уйрăмĕсенче ăсталăха туптаççĕ. Çак кунсенче спорт клубĕн ертÿçи Юрий Степанов ЧР Правительство çуртĕнче республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă.

14 Утă, 2015

Сусăрсем валли - ятарлă вырăнсем

Республикăра ĕçсĕр инвалидсене йышăнмашкăн техника хатĕрĕсемпе пуянлатнă ятарлă вырăнсем майлаштарма пуçаруллă пикенчĕç

Пирĕн хутлăхра 87,3 пин ытла инвалид пурăнать. Вĕсенчен 26,7 пинĕшĕ - ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри граждансем.

Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă "Халăха ĕçпе тивĕçтересси" патшалăх программипе килĕшÿллĕн 2015 çулта ĕç тупмашкăн уйрăмах кансĕр 685 çынна, вăхăтлăх вырнаçтарма палăртнă. Çав шутра сусăрсене йышăнмашкăн 106 ĕç вырăнне вĕсене юрăхлă майлаштармалла тата çакăншăн тăкакланнă ĕçпе тивĕçтерекенсене компенсаци памалла.