театрсем

8 Ака, 2018

Шупашкарти балет фестивалĕнче ача-пăча спектаклĕсем те пулĕç

Кĕçнерникун, Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ пуçланать. Театрăн балет труппин ертÿçи Данил Салимбаев пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи фестивале Раççейри паллă балетмейстер Мариус Петипа /1818-1910/ çуралнăранпа 200 çул çитнине халалланă.

7 Ака, 2018

Питĕрте Чӑваш культурин кунĕсем уҫӑлчĕç

Акӑ К.В.Иванов ячĕллĕ чӑваш патшалӑ академи драма театрĕн артисчĕсем кĕтнĕ кун тинех ҫитрĕ: вĕсем - Питĕр хулинче. Юлашки хут кунта пи

5 Ака, 2018

Чăваш театрĕ – Çурçĕр Пальмирăна

Ака уйăхĕн 7-9-мĕшĕсенче Санкт-Петербургра Чăваш культура кунĕсем иртĕç. Шăпах çав кунсем тата К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн гастролĕпе те асра юлĕç. Ăна театра йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине халалланă.

Культура кунĕсем Нева çинчи хулара ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Национальноçсен çуртĕнче Питĕрте пурăнакан чăваш ÿнерçисен куравĕпе уçăлĕç. Çав кунах унта Чăваш Ен артисчĕсен уяв концерчĕ те иртĕ.

4 Ака, 2018

Фестивале паллă балетмейстера халалланă

Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ пуçланать. Фестивалĕн кăçалхи уйрăмлăхĕсем çинчен пресс-конференцире театрăн директорĕ Валентин Федоров, балет труппин ертÿçи Данил Салимбаев тата театрăн илемлĕх ертÿçи Сергей Кисс каласа пачĕç.

4 Ака, 2018

«Чăвашкино» Нина Яковлева артисткăна халалласа электрон кăларăм хатĕрленĕ

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине тата унта 57 çул ĕçлекен Нина Яковлева артисткăна халалласа «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕпе электрон документацийĕн архивĕ çĕнĕ кăларăм кăларнă.

Pages