театрсем

22 Авăн, 2017

Чăваш артисчĕсен виçĕ ăрăвне вĕрентнисем те спектакле пынă

Чăваш патшалăх академи драма театрĕн Мускаври гастролĕн иккĕмĕш кунĕ Марина Карягинăн «Куккуклă сехет» драмипе асра юлĕ.

Хальхинче спектакле курма тĕп хулара ĕçлесе пурăнакан ентешсем кăна мар, чăваш артисчĕсен виçĕ ăрăвне вĕрентсе кăларнă профессорсем те пынăччĕ. Вĕсем – Щепкин ячĕллĕ театр аслă училищин ĕçченĕсем Татьяна Аносова тата Тамара Лякина.

7 Авăн, 2017

Театр вĕренме чĕнет

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ чăвашла пĕлекен 15-20 çулсенчи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа театр студине йышăнать. Унта лекес тесен кастинг витĕр тухмалла. Тĕрĕслеве пыракансен юптарусем, вырăс тата чăваш авторĕсен сăввисене, проза произведенийĕсене, ташăпа юрă хатĕрлемелле.

23 Ака, 2017

Геннадий Большаков артист вилнĕ

Чăваш патшалăх академи драма театрĕ пысăк çухату тÿснĕ - чăваш сценин хальхи вăхăтри çутă çăлтăрĕсенчен пĕри, куракансен юратакан артисчĕ Геннадий Большаков вилнĕ.

Pages